<p>Чӑваш халӑх писателӗн А. С. Артемьевӑн "Салампи" романӗ 1956 ҫулта пичетленнӗ. Вулакансем те, литература критикӗсем те ӑна ӑшшӑн йышӑннӑ. Романӑн тӗп теми - Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑнхи ҫамрӑксен пурнӑҫӗ, вӗсен шухӑш-ӗмӗчӗ, туслӑхӗпе таса юратӑвӗ. Ҫыравҫӑ уйрӑмах яш-кӗрӗме интереслентерекен ыйтусем хускатать: пурнӑҫ ҫулне тӗрӗс суйласа илесси, туслӑхпа юратура телей тупасси.</p>