<p>В переводе - "Самое дорогое".
Суту-илӳ шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫамрӑк хӗр - Лариса Логиновӑпа Кира Шакова - яла каяҫҫӗ те чун-чӗререн тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах халӑха улталаса ун шучӗпе пуйма тӑрӑшакансене хирӗҫ пӗтӗм вӑя хурса кӗрешеҫҫӗ. Вӗсемшӗн чи хакли - чыс. Чыса ҫамрӑкранах упрамалла, ӑна нихӑҫан та варалама юрамасть... Йывӑр ку кӗрешӳ, мӗншӗн тесен суя чунлӑ этемсене хӳтӗлекенсем те пур, ҫапах та чӑнлӑх ҫиеле тухать, хӗрсем ҫӗнтереҫҫӗ.</p>